Юратса каланă сăмах тĕнчене илемлетет

Опубликовано: 14 Июнь 2026
на канале: д. Верхняя Шорсирма
383
9

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче "Ыранхи кун вĕçевĕ" кăларăм пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕ - Николай Ишентей, хальхи чăваш литературинче сумлă ят. Пултаруллă çыравçан хайлавĕсене ачасем те, çитĕннисем те юратса вулаççĕ. Çĕнĕ кĕнекене вăтам классенче вĕренекенсем валли çырнă повеç, повеç-юмах, калавсем, сăвăсем кĕнĕ. Кĕнекене пичете хатĕрленĕ май паллă çыравçăпа чуна ÿçса калаçма, унăн пурнăçĕпе, ĕç меслечĕсемпе, шухăш-кăмăлĕпе паллашма май килчĕ.
— Пурнăç яп-яка та пĕр чăрмавсăр пулсан сăвă-калав, ытти хайлав çуралмĕччĕ те. Мăнтăр пурнăçпа пурăнакана йăпану юрри те çителĕклĕ. Манăн шухăшпа, йывăрлăх çынна çине тăрса ĕçлеме хистет кăна. Пултару ĕçĕнчи чăрмавсем пушшех тăрăшарах вăй хума чĕнеççĕ. Пулăшаççĕ те. Полная версия в газете "Хыпар" от 8 ноября 2022 года. Все новости на нашем сайте http://verkhnyaya-shorsirma.ru